Юлашки çулсенче ытларах хамăр туса илекен, экологи тĕлĕшĕнчен таса продуктпа апатланмалли çинчен тăтăшах калаççĕ тата çыраççĕ. Пирĕн тăрăхра та кун пек апат-çимĕç хатĕрлекен хуçалăхсем пур тесе калас килет.
Акă вĕсенчен пĕри – «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи. Районти пысăк ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕри вăл. Кунта кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе ĕçлеççĕ, ăратлă кайăк-кĕшĕк çăмартисене сутаççĕ тата чĕпписене пусарса кăлараççĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса аш-какай туса илсе сутаççĕ. Çавăн пекех линдовски ăратлă хур тата «Конкурент-3» ăратлă чăхсем, «Белая широкогрудная» ăратлă кăркка ĕрчетеççĕ. Хуçалăхра кайăк-кĕшĕк чĕпписене пусарса кăларма ятарлă инкубатор пур, вĕсене çитĕнтерме условисем çителĕклĕ. Кайăк-кĕшĕке тăрантарма хутăш апат хатĕрлеме хăйсен цехĕ те ĕçлет. Иртнĕ 2018 çулта хуçалăхра 387 тонна кайăк-кĕшĕк ашĕ туса кăларнă, çакă 2017 çулхипе танлаштарсан 101,8 процент. Кайăк-кĕшĕксене хуçалăхра химилле стимуляторсемпе апатлантармаççĕ. Çавăнпа та килти кайăк-кĕшĕк ашĕ пекех тутлă та техĕмлĕ. Çăмартисем те килтинчен пĕрре те кая мар. Районта иртекен хуть те хăш мероприятисенче вĕсем хăйсен продукчĕсене хамăр халăх валли сутма тухаççĕ. Çынсем вĕсен продукчĕсем лайăххине тахçанах сиснĕ ĕнтĕ, туххăмрах туянса пĕтереççĕ. Акă, нумаях пулмасть районти культура аталанăвĕн центрĕнче районăн 2018 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсене сÿтсе явнă вăхăтра хуçалăхри суту-илÿ менеджерĕпе О.Федоровăпа кадрсен пайĕн инспекторĕ А.Никитина хуçалăхра туса кăларакан продуктсене сутрĕç /ÿкерчĕк çинче\.
А.НИКОЛАЕВА.