PFRFПенси тытăмне улшăнусем кĕртессипе çыхăннă саккун проектне РФ Патшалăх Думи июль уйăхĕн 19-мĕшĕнче тишкернĕ, Раççей Правительствин пуçарăвне пĕрремĕш вулавпа ырласа йышăннă. Правительство пенси ÿсĕмне тапхăрпа хăпартма /арçынсемшĕн 2028 çул тĕлне - 65, хĕрарăмсемшĕн 2034 çул тĕлне - 63 çула çитерме/ палăртнă. Улшăну 1959 çулта çуралнă арçынсемпе 1964 çулхи хĕрарăмсене чи малтан пырса тивет, пĕрремĕшсем - 61 çула çитсе, иккĕмĕшсем 56 çул тултарса 2020 çулта тивĕçлĕ канăва тухаççĕ.

Пенси системинчи улшăнусем чи малтанах демографи лару-тăрăвĕпе çыхăннă. Паянхи кун ĕçлекенсен шучĕ пенсионерсенчен самай сахалрах. Тивĕçлĕ мерăсем йышăнмасан тепĕр 10 çултан пенси тытăмĕ, ун хыççăн çĕршыври социаллă хÿтлĕх системи те арканма пултарть. Çĕнĕ саккунăн проекчĕн тĕллевĕ - пенсипе тивĕçтерессине лайăхлатасси.

Демографи лару-тăрăвне шута илмесĕр май çук: 1970 çулта пĕр пенсионер пуçне вăй питти ÿсĕмри 3,7 çын шутланнă тăк, 2019 çул тĕлне ку кăтарту 2 çынна яхăн юлать. Ĕçлекенсен тиевĕ малашне те йывăрланса пырĕ. Раççейре пенсие тухмалли хальхи ÿсĕме - хĕрарăмсемшĕн - 55, арçынсемшĕн - 60 çула - иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенчен пуçласа 1956 çулччен çирĕплетнĕ. ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче ĕçĕн тата пурнăçăн йывăр условийĕсем, индустриализаци тата вăрçăсем халăхăн пурнăç тăсăмне кĕскетнĕ - ку кăтарту вăтамран 43 çулпа танлашнă. Пенсионерсен тĕп ушкăнĕ йывăр производствăри рабочисем пулнă. ХХ ĕмĕр çурринчен тĕнчери çĕршывсенче, çав шутра Раççейре те, промышленноçра ĕçлекенсен тÿпи чакнă, ĕç тата пурнăç условийĕсем тĕпрен улшăннă. Çавна пула вăйпитти ÿсĕмĕн тапхăрĕ вăрăмланать. Хальхи вăхăтра Раççейре пенси ÿсĕмĕнчи çынсен 30 проценчĕ ĕçлеме пăрахман. Пенси тытăмĕнчи улшăнусемпе çыхăннă саккун проекчĕн иккĕмĕш тата виççĕмĕш вулавĕсем РФ Патшалăх Думинче сентябрь уйăхĕнче иртмелле. Патшалăх Думин спикерĕ В.Володин пĕлтернĕ тăрăх, саккун проектне депутатсем васкавлăн йышăнас тĕллевлĕ мар, ăна малтан анлăн сÿтсе явма палăртнă. Çавна май Патшалăх Думин Ĕçлев, социаллă политика тата ветерансен ĕçĕн комитечĕ проектăн иккĕмĕш вулавĕпе çыхăннă тÿрлетÿсене йышăнассине август уйхĕн 18-мĕшĕнчен сентябрь уйăхĕн 24-мĕшĕччен тăснă.

Сăмах май, Раççей Президенчĕ В.Путин та пенси саккунĕсене кĕртме палăртнă улшăнусемпе çыхăннă лару-тăрупа интересленсех тăрать. Унăн шухăшĕпе, пенси ÿсĕмне пысăклатас ыйту пурне те хумхантарать. Тĕрĕссипе, вăл паян тин сиксе тухман, чылай маларах сисчĕвлентерме пуçланă. Ăна асăрхаманçи те туман, анчах специалистсем сĕннĕ вариантсенчен пĕри те чуна çывăх пулман. Халĕ вара татăклă улшăну тума пурнăç хистет: экономикăпа социаллă тытăм паян мĕнлерех пулнине, вĕсен малашлăхне тивĕçлипе хакламалла. Производствăна хутшăнакансен йышĕ çуллен чакса, тивĕçлĕ канăва тухакансен хисепĕ ÿссе пырать. Çакă пенси тытăмне йывăрлăха кĕртсе ÿкерет, пенсионерăн тупăшне чакарать, чухăна кăларать. Паянхи кунпа кăна пурăнмалла мар, малашлăх çинчен шухăшламалла.

Çĕршыв ертÿçин шухăшĕпе, пенси тытăмне улшăну кĕртессипе çыхăннă саккуна хальлĕхе йышăнман, проектне пĕрремĕш вулавпа кăна ырланă. Ăна сÿтсе явасси тĕплĕ те конструктивлă пуласса шанать вăл, кашнин сĕнĕвĕ-шухăшне тишкерсе, ырă тĕшше хывăхран уйăрса татăклă утăм тусан кăна экономикăра та, социаллă тытăмра та тăнăçлăх йĕркелемешкĕн, халăх пурнăçне лайăхлатмашкăн, Раççей хăватне тĕреклетсе ятне-сумне ÿстермешкĕн май килнине аса илтернĕ çĕршыв Президенчĕ.

Федераци саккунĕн проекчĕпе килĕшÿллĕн, сиенлĕ тата йывăр условисенче ĕçлекен граждансен /çĕр кăмрăкĕн шахтисенче, çĕр айĕнчи пурлăха кăларакан промышленноçра, хура тата тĕслĕ металлургире, чукун çул отраслĕнче, "пĕчĕк списока" кĕртнĕ ытти тытăмра вăй хуракансен; страховани пенсийĕсене социаллă сĕмпе шутласа панисен /5 е ытларах ача çуратса ÿстернисен, сусăр ачан ашшĕ-амăшĕнчен пĕрин тата ыттисен/; радиаци витĕмне лекнисен% пенси ÿсĕмне ÿстерме палăртман.

Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика