013Иртнĕ кунсенче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев тата "Раççей ялхуçалăх центрĕ" федераллă патшалăх бюджет учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн тĕп агрономĕ Л.Иванова "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики" акционерсен уçă обществине çитсе курчĕç.

Чи малтанах вĕсем предприятин генеральнăй директорĕпе И.Сысновпа тĕл пулса калаçрĕç. Игорь Игоревич кунти ĕç-пуçпа паллаштарчĕ, аталану тĕллевĕсене уçса пачĕ. Кивĕ Вăрмарти "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики туса кăларакан продукцине пирĕн районта кăна мар, республикăра та, ытти регионсенче те кăмăлласах туянаççĕ. Чăх-чĕп, хур, кăркка ĕрчетессипе ĕçлеççĕ кунта, кайăк-кĕшĕк продукцийĕпе суту-илÿ тăваççĕ. Ăнăçу çулĕпе пырас тесен нумай вăй хумалла, предприятине аталантарма çулсерен чылай укçа-тенкĕ хывма тивет. Кăçал кăна кайăк-кĕшĕк усрамалли хуралтăсене 5 миллион тенкĕлĕх юсанине пĕлтерчĕ И.Сыснов. Унсăр пуçне фабрика территорийĕнче хытă сийлĕ çул сарма планланине палăртрĕ вăл.

Предприятинче çавăн пекех ялхуçалăх культурисене çитĕнтерессипе те вăй хураççĕ. Районта вырма ĕçĕсем пынă май яваплă çынсене, паллах, предприятинче ку енĕпе еплерех ĕçлени кăсăклантарчĕ, вĕсем хире тухса курчĕç. Вăл кун Пăвакасси çумĕнчи лаптăкра В.Яковлевпа П.Николаев ACROS-530 комбайнпа кĕрхи тулă выратчĕç. В.Яковлев комбайн çинчен ансах кĕтсе илчĕ ?ÿкерчĕк çинче%. Кĕçех ГАЗ-53 автомашинăпа В.Илларионов водитель килсе çитрĕ, комбайн бункерĕнчен тырра кузов çине йышăнчĕ те склада çул тытрĕ. Комбайнерсем вара техникине кĕрлеттерсе хир тăрăх малалла васкарĕç. Пурĕ "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики 413 гектар çĕр лаптăкĕ çинче пĕрчĕллĕ кĕрхи культурăсем акса хăварнă пулнă, 60 гектарне çапса тĕшĕленĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче кунта витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрлес ĕç пырать, предприятин генеральнăй директорĕн заместителĕ Е.Тимофеева пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе 200 тонна хатĕрленĕ. Кĕскен каласан, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче кашни кунпа туллин усă курса ĕçлеççĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика