Çак эрнере «Шупашкар–Арена» пăр керменĕн конференц-залĕнче ЧР Физкультурăпа спорт министерствин коллегийĕн пĕтĕмлетÿ ларăвĕ иртрĕ. Унта коллеги членĕсем, асăннă министерство çумĕнчи Обществăлла канашăн, физкультурăпа спорт сферин муниципалитетсенчи влаç органĕсен представителĕсем, республикăри спорт федерацийĕсемпе организацисен руководителĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем хушшинче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев та пулчĕ.
Тĕп докладпа ЧР физкультурăпа спорт министрĕ М.Богаратов тухса калаçрĕ, министерствăн 2018 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, 2019 çулхи задачисене палăртрĕ. Массăллă спорта аталантарассине, халăха физкультурăпа спорта явăçтарассине иртнĕ çул республикăра пысăк тимлĕх уйăрнине каларĕ. «2018 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, республикăри халăхăн 44,8 проценчĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнать — çĕршывĕпе илес пулсассăн çакă чи лайăх кăтартусенчен пĕри. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче спортпа туслă çынсен тÿпине 2022 çулта 55 процента çитерме тĕллев лартнă. Ăна пурнăçлама пулатех», — терĕ Михаил Викторович. Çавăн пекех вăл регионта Сывлăхпа спорт кунĕсене ирттерессипе, халăха ГТО физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлама явăçтарассипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ, республикăри спорт шкулĕсен ĕçĕсем, чăваш спортсменĕсен çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
Пĕтĕмлетÿ ларăвĕ ЧР Физкультурăпа спорт министерстви 2018 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх ирттернĕ республика шайĕнчи смотр-конкурссен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чысланипе вĕçленчĕ. Палăртма кăмăллă, мала тухнисем хушшинче пирĕн район представителĕсем те пур /ÿкерчĕк çинче/.
Спорт темипе çыракан журналистсем хушшинче иртнĕ «Спорт стилĕ-2018» конкурсра «Чи лайăх публицист» номинацинче РФ журналисчĕсен Союзĕн членĕ, «Молодость наша — комсомол» кĕнеке авторĕ А.Хованский, «Массăллă информаци хатĕрĕсен районсенчи тата хуласенчи пичет изданийĕсенче физкультурăпа массăллă спорта пропагандăласси» номинацинче районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ И.Данилова çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. «Халăх пурăнакан вырăнта массăллă физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелесси» конкурсра ялсенчи физкультурăпа спорт клубĕсем хушшинче Энĕшпуçĕнчи культура çурчĕ çĕнтернĕ /заведующийĕ К.Чуркин\. Ялсемпе хуласенче тата ĕç вырăнĕнче физкультурăпа спорт ĕçĕ-хĕлне йĕркелекенсем хушшинче те конкурс иртнĕ. Кĕтеснерти культура çурчĕн заведующийĕ А.Скворцов яллă вырăнсенче физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелекенсем хушшинче 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. 500 çынран ытларах çÿрекен спорт шкулĕсем хушшинче А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕ 3-мĕш вырăн йышăннă /директорĕ С.Архипов/.
Çак çитĕнÿсем Вăрмар районĕнче физкультурăпа спорта аталантарма мĕнпур условисем çителĕклĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕнче темиçе тĕрлĕ секцисем те ĕçлеççĕ /велоспорт, çăмăл атлетика, волейбол, футбол, самбо кĕрешĕвĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешесси, бокс, шывра ишесси, фитнес-аэробика/. Çавăн пекех ял тăрăхĕсенчи культура çурчĕсем çумĕнчи сывлăха çирĕплетекен клубсен ĕçĕ-хĕлĕ те курăмлă. Çынсем скандинави уттипе кăсăкланасси вăй илсех пырать. Пирĕн спортсменсен ячĕсем республика тата çĕршыв шайĕнче кăна мар, тĕнчипех паллă. Самбо, шашкăлла вылясси, мини-футбол, мас-рестлинг, йĕлтĕр спорчĕ, каратэ, велоспорт — 2018 çулта вăрмарсем спортăн çак тата ытти тĕсĕсемпе тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулса тăнă. Кăçал та ентешĕмĕрсен çитĕнĕвĕсем унчченхи пекех çÿллĕ шайра пуласса шанатпăр.
И.ДМИТРИЕВА,
А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕн заместителĕ.