«Кашни çын хăйнеевĕрлĕ спортсмен тесе калас килет. Мĕншĕн тесен утаççĕ, чупаççĕ, вăй виçеççĕ тата ытти те. Хăшĕсенче вăл ытларах палăрать, теприсем кăштах каярах юлса пыраççĕ. Спорта мĕн ачаранах хăнăхтарса пымалла, ăна юратма вĕрентмелле, вара тин спортсменсен ретне тăма шанчăк пысăкланĕ.

Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев спорта юратни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни тата кашни спорт ăмăртăвĕсене хăй те хутшăнни пирĕн районта пурăнакансене спорта юратма хавхалантарать. Çакă вара физкультурăпа спорта аталантарма май парать. Ахальтен мар ĕнтĕ Чă­ваш Ен спортсменĕсем Раççейре тата Пĕтĕм тĕн­чипех палăрчĕç. Унта пирĕн районăн та тÿпи пур тесе калас килет. Акă, А.Кирилло­ва Тбилиси хулинче самбо енĕпе тĕнче шайĕнче иртнĕ ăмăртура 41 килограмлă хĕрсем хушшинче 1-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕ. Унтан Сербинче тĕнче первенствинче 16 çулхи кадетсем хушшинче 1-мĕш вырăна тухнă. Арапуçĕнчи Д.Карпов кăçал Атăлçи Федераллă округра иртнĕ маунтинбайк кросс-кантри ăмăртăвĕнче 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. К.Ивановпа А.Горшков юниорсем Архыз хулинче маунтинбайк енĕпе ăмăрт­са 1-3-мĕш вырăнсене никама та паман. Атăлçи Федераллă округра Раççей вĕренекенĕсен Пĕтĕм тĕнчери 9-мĕш çуллахи спартакиадăра И.Алексеев самбо енĕпе 1-мĕш вырăна тухнă. Л.Григорьева Тольятти хулинче каратэ енĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Сăмах май каласан, ăна иртнĕ кунсенче кăна-ха РФ Спорт министерстви каратэ енĕпе «Раççей спорт мастерĕ» ят панă. Мас-рест­линг енĕпе олимп чемпионне Р.Дмитриева халалласа ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта тата çĕршыв первенствинче Энĕшпуç ялĕнчи спортсменсем А.Алексеевапа С.Тян кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ тата ытти те.

Районти спорт шкулĕсенчен СССР тата Раççей спорт мастерĕсем 100 ытла, 1 разрядлă тата пур разрядлă спортсменсем 1 пине яхăн тухни пирĕн район спорт­сменĕсем пултаруллă пулнине çирĕплетет. Спорт енĕпе пĕтĕмпе 28 тренер-преподавательсем ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ, виççĕшĕ - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕсем, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем иккĕн, 1 категориллĕ тренерсем саккăрăн, аслă категориллĕ тренерсем — улттăн. Вĕсем пурте физкультурăпа спорта районта пурăнакансем хушшинче анлăн сарассишĕн тăрăшаççĕ. Спорта юратакансем валли районта пур условисем те çителĕклĕ. Тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсем ирттернинче Вăрмарти А.Ф. Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вăй хуракансем тăрăшнинчен те нумай килет. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн районта пурăнакансенчен çуррине яхăн спортпа туслă. Çыннăн яланах хусканура пурăнмалла», - тет Вăрмарти А.Ф. Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов.

А.Николаева.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика