RlX4JO9zCU4Ман умра сĕтел çинче — велоспорт-маунтинбайк енĕпе тĕрлĕ шайри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннине çирĕплетекен грамотăсемпе лăк тулли папка. Ку вăл пирĕн ентешĕмĕрĕн, çамрăк пулин те спортра хăйĕн вырăнне тупма пултарнă Артем Горшковăн наградăсемпе пуян пухмачĕ.

2018 çулта Артем спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне, кăçал вара Челябинск об­ла­çĕн­че велоспорт-маунтинбайк енĕпе мала тухассишĕн иртнĕ Раççей шайĕнчи ăмăртура спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.

Пултаруллă спорт­сменпа çывăхрах пал­лашар-ха. Артем Горшков 2001 çулта Кавал ялĕнче Ирина Михайловнăпа Валерий Ивановичăн çемйинче кун çути курнă. Вăрмар поселокĕнчи 1 номерлĕ «Березка» ача садне çÿренĕ, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕ­тĕ­мĕш­ле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕреннĕ. Ачаранах спорт еннелле туртăннă вăл, кĕрешÿ енĕпе те, велосипедпа чупса та тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса çитĕнÿсем тунă.

«Артем мĕн пĕчĕкрен велосипед çинче, утма пуçласанах виçĕ урапаллипе чупатчĕ, кайран икĕ урапаллипе чупма вĕренчĕ те велосипед унăн уйрăлми тусĕ пулса тăчĕ. Çумăр çăвать-и, шăрăх е сивĕ — велосипед рульне алран яман. Халĕ те çаплах», — каласа парать Артемăн амăшĕ Ирина Михайловна.

Кĕçĕн классенче ăс пухнă чухне Артем Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи велоспорт уйрăмне çул тытать, СССР спорт мастерĕн, Чă­ваш Республикин тава ти­вĕçлĕ тренерĕн Валерий Семенович Сидоровăн воспитанникĕ пулса тăрать. Тÿрех тĕрлĕ ша­й­ри ăмăртусене тухса çÿреме пуçлать, кашнинче тенĕ пекех малти вырăнсене йышăнать.

Акă, А.Трофимова асăнса Мăнçырмара иртекен йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене çулсеренех хутшăнать, 2012 çулта 1-мĕш, 2013 тата 2015 çулсенче 2-мĕш пулнă. 2012 çулта Шупашкарта маунтинбайк енĕпе, Çĕнĕ Шупашкарта велокросс енĕпе /ЧР Кубокĕн 2-мĕш тапхăрĕнче/ мала тухассишĕн иртнĕ уçă ăмăртусенче 1-мĕш пулнă. 2013, 2014 çулсенче велоспорт-маунтинбайк енĕпе ЧР Кубокĕн Финалĕнче çĕнтернĕ. 2015 çулта велоспорт-маунтинбайк енĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче 1-мĕш тухнă. Тĕрлĕ ăмăртусенче çавăн пекех 2-мĕш, 3-мĕш вырăнсене мĕн чухлĕ йышăнман-ши — пурне те пĕр статьяра çырса пĕтерес çук.

7-мĕш класс хыççăн Артем Санкт-Петербург хулинчи «Олимпийские надежды» 357-мĕш интернат-шкула вĕренме кĕрет, вĕренÿре та аван ĕлкĕрсе пырать, Алексей Николаевич Кузнецов тренерăн çирĕп аллине лексе велоспортра та çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума пуçлать. 2017 çулта вăл Краснодар крайĕнче Псебай поселокĕнче иртнĕ вĕренекен­сен Спартакиадинче тĕрлĕ дисциплинăсенче малти вырăнсене йышăнать.

2018, 2019 çулсенче Челябинск облаçĕнче велоспорт-маунтинбайк енĕпе мала тухассишĕн иртнĕ Раççей шайĕнчи ăмăртусенче 3-мĕш пулать. Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕме тивĕçнĕ май 2018 çулта Чехине тухса каять, Пĕтĕм халăхсем хушшинчи тупăшура финиша 6-мĕш çитме пултарать. Çав çулах Польша, Австри çĕршывĕсенче иртнĕ ăмăртусене, 2019 çулта Чехинче иртнĕ Европа Чемпионатне хутшăнать. Геленджикра Раççей Кубокĕнче 4-мĕш вырăна тухать. Карачаево-Черкесинчи Архызра Пĕтĕм халăхсем хушшинчи велочупăва та хутшăнать. Çак ăмăртура вăл, велосипедăн малти урапи шăтнине пула, юлашки километрне ăна тĕртсе чупса тухать, апла пулин те бронзăна тивĕçет.

Çитĕнÿсем çинчен калама кăна çăмăл, тĕрĕссипе шăла çыртса сахал мар тар тăкма тивет. Кашни çĕнтерÿ никĕсĕнче — кунсерен сехечĕ-сехечĕпе иртекен тренировкăсем кăна мар, çирĕп характер, тĕрĕс воспитани, малтан мала ăнтăлас туртăм та. Çак паха енсем вара Артемра çителĕклех.

Кăçал ентешĕмĕр «Олимпийские надежды» шкултан вĕренсе тухрĕ ĕнтĕ, аттестатра лайăх паллăсем кăна. Пуласлăх тĕллевĕсем пирки ыйтсан: «Пурнăçăм велоспортпа тачă çыхăннă, çавăнпа ачаранах суйласа илнĕ çул-йĕртен пăрăнасшăн мар», — терĕ çамрăк спортсмен. Хăйĕн çитĕнĕвĕсене çывăх çыннисем — ашшĕпе амăшĕ, асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ — пулăшнипе, хавхалантарса тăнипе сăлтавлать каччă, вĕсене чун-чĕререн тав тунине пĕлтерет.

Сăмаха май, Артемăн пĕчĕк шăллĕ Никита çитĕнет. 5 çулта кăна пулин те пиччĕшĕ пекех ялан велосипед çинче, Артем уншăн чăн-чăн тĕс­лĕх. 77-ри асламăшĕ Нина Ефимовна та велосипедпа чупма кăмăллать.

И.Данилова.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика