В.Волкова, районти ЗАГС пайĕн начальникĕ: «Вăрмар поселокĕнче иртекен Акатуй уявĕ районта пурăнакансене пĕр чăмăра пухать. Уявра ачасем нумай пулни савăнтарать. Раççей Президенчĕ В.Путин йышăннă демографи политики пурнăçланса пыни куçкĕрет. Районта ачасен, нумай ачаллă çемьесен йышĕ ÿссе пырать. Ачасем пирĕн пуласлăх текен каларăша шута илсен вара район пуласлăхĕн никĕсĕ çирĕп».
Т.Левина, виçĕ ача амăшĕ, Вăрмар поселокĕ: «Хальхи пурнăçра ача çуратма хăраса тăмалла мар. Патшалăх ачаллă çемьесене, çав шутра нумай ачаллисене те, пулăшса пырать. Паян, Акатуй уявĕнче, пирĕн çемьене тÿлевсĕр çĕр илмелли сертификат пачĕç. Çакăншăн эпир питĕ савăнатпăр».